Катехи́зис е катихи́зис (лат. catechēsis, ав.гр. κατηχισμός (вĕрентни, ăнлантарни) ← ав.гр. κατηχεῖν (тăнлантарни, хуравлани) = κάτω (аяла) + ήχου (сасă) — епле те пулин конфессин тĕне тытмалли официаллă документ, Христос тĕнĕн (унăн çеç мар) тĕп шухăшĕсене пĕлтерекен кĕнеке, тăтăшах ыйту-хурав тĕслĕ хатĕленĕскер.
Катехизисра тăтăш сиксе тухакан ыйтусен хуравĕсене тата кăшарни умĕнхи малтанхи Турă сăмахĕн пĕлĕвне кăтартса панă. Православсен, католиксен тата протестантсен катехизисĕ вĕсен тĕн йĕркипех уйрăлса тăрать.
Ачасем валли ятарлă çамăллатнă катехизиссем хатĕрленĕ. Катихизиса анабаптист конфессисенче (пепкесене тĕне кĕртменнисем) — баптистсем, адвентистсем, харизматсем, пятидесятниксем, «Христос чиркĕвĕ», мормонсем тата ыттисем — йышăнмаççĕ. Çапах та Иегова свидетелĕсен катехизис пур, унта кăшарни умĕн калаçу валли кашни çын хăй тĕллĕн хурав тупмашкăн Библири сăвăсене кăтартнă.
Ытарлăн «катехизис» сăмаха хăш чухне ыйту-хурав ĕлкипе хайланă пултарулла ĕçе е тĕнĕн символне, пăсма юраман принципсен пуххине палăртаççĕ.
Катехизис тăрăх тĕне чуна кĕртнине, пуçа илнине катехизăлани теççĕ.
Катехизис Викиампарта? |
Катехизис Викисăмахсарта? | |
Катехизис Викиампарта? |