Катя Паскалева | |
![]() | |
Çуралнă вăхăт | 1945, авăн, 18 |
---|---|
Çуралнă вырăн | Петрич, Пăлхари |
Вилнĕ вăхăт | 2002 çулхи утă, 23-мĕшĕ (56 çул) |
Вилнĕ вырăн | София, Пăлхари |
Професси | XX ĕмĕрти пăлхар актриси |
Гражданлăх |
![]() |
IMDb | ID 0664605 |
Катя Кирилова Паскалева (пăлх. Катя Кирилова Паскалева; 18.9.1945, Петрич — 23.7.2002, София) — пăлхар театрпа кино актриси; ПХР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1974)[1].
Пăлхари кинематографисчĕсен пайташĕ, тĕрлĕрен премисемпе чысланă.
1945 çулхи авăнăн 18-мĕшĕнче Петрич хулинче çуралнă.
1967 çулта Театр ӳнерĕн «Кръстьо Сарафов» наци академинче (Методи Андонов класĕнче) вĕренсе тухнă.
Пăлхари кинематографĕн паллă актриси шутланнă. Çаплах драма театрĕсенче — Толбухинре (халĕ — Добрич), Пазарджикре, Пловдивре, Софийăра — ĕçленĕ. 1985 çултанпа Катя Паскалева — Алеко Константинов ячĕллĕ патшалăх сатира театрĕн актриси.
2002 çулта утăн 23-мĕшĕнче Софияра онкологипе пыр шыççипе вилнĕ (нумай çул хушши чĕлĕм туртнăран).
![]() |
Ку актёр е актриса пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |