Квазипĕрчĕ(лат. quas(i) «çавăн пек», «çавнашкал») — квантла механикăри ăнлав, ăна кĕртни хире-хирĕç вăйăмсемлĕ квантла кăткăс тытăмсене, сăмахран, хытă ĕскерсемпе квантла шĕвексене, ансатлатма май парать.
Квазипĕрчĕ текен ăнлава ăслав историйĕнче чăн малтан, ферми-шĕвек текен тытăма пăхса тухнă чухне, Л.Д.Ландау сĕннĕ.
- Фонон
- Магнон
- Ярулăх электронĕ — электро капламĕ тата спинĕ "ахаль" электронăнни пекех, анчах масса урăхла.
- Шăтăк — тулман валентлă çыхăну, хăйне плюслă электро каплам пек кăтартать, унăн абсолютлă капĕ электронăн электро капламĕпе тан.
- Ротон — шĕвекри çавра куçăмпа çыхăннă коллективла (ушкăнла) тăвăну.
- Полярон — электрон кристалл решеткипе хире-хиреç вăйăмра тăнă май электрон куçнипе çыхăннă поляризаци пулăмне тивекен квазипĕрчĕ.
- Плазмон — плазмăри электронсен ушкăнла (коллективла) сулланăвĕ.
- Соловьев В.Г. Теория атомного ядра: Квазичастицы и фононы. — Энергоатомиздат, 1989. — 304 с. — ISBN 5-283-03914-5.
- Каганов М.И. "Квазичастица". Что это такое?. — Знание, 1971. — 75 с. — 12 500 экз.
- Малая горная энциклопедия. В 3-х т. / Под ред. В. С. Белецкого. — Донецк: Донбасс, 2004 — ISBN 966-7804-14|-3.
- Украинская советская энциклопедия. В 12-ти томах / Под ред. М. Бажана. — 2-е изд. — К .: Глав. редакция УСЭ, 1974—1985.
- D.J. Griffiths (1987). Introduction to Elementary Particles. John Wiley & Sons. ISBN 978-0-471-60386-3.
- Широков Ю. М. Ядерная физика. - М., Наука,1980.- c. 290
- Р.Фейнман.КЭД-странная теория света и вещества.М.Наука.1988.стр.118-122.