Кенота́ф (ав.гр. κενοτάφιον, κενός — пушă тата τάφος — вилтăпри), çаплах ценота́ф — вилене пытарман çĕртре лартнă вилтăпри палăкĕ.
Кенотафа çак сăлтавсене пула туса лартаççĕ:
Кенотафсене вилнĕ çынна ĕмĕрех асра тытма тата асăну ритуалĕсене ирттерме туса лартаççĕ, вĕсем тĕрлĕ тĕслĕ те кăткăслă пулаççĕ: курган, вилтăпри чулĕ, палăк, бюст, стела, обелиск, мемориал, барельеф, мемориал плитти т. ыт. те. Унсăр пуçне, европăри традицире кенотаф тесе вилтăпри çинче (виле шăммисем çук пулсан та) лартман палăклă çурт-йĕре шутлаççĕ.
Çĕре кĕнĕ çынсене асăннипур культурăра та кирлĕ те татмалла мар пай шутланать. Пĕрремĕш кенотафсене энеолит (Варнăри вилесен тăпри) тапхăрĕнче лартнă. Виле вырăнне маскă хунă пулнă.
Авалхи Икĕпатра кенотафа вилнĕ çынна асăну ритуалĕсенче усă курнă, вилене вара уйрăм аякра, вăрттăн та çитмелле мар, çĕрте пытарнă. Авалхи икĕпат пирамидсене кенотафсем теме юрать: тĕслехрен, Снофру фараон валли 4 пысăк пирамидă; вĕсенчен 3-шĕ кенотафсем пулаççĕ ĕнтĕ.