Кидань чĕлхи, — хальхи Шалти Монголи тата МХР çĕрĕсем çинче куçса пурăннă кидань халăхĕн чĕлхи. Тĕпчевçĕсем ăна монгол чĕлхисем шутне кĕртеççĕ. Ку чĕлхе киданьсен Ляо инперийĕн (X-XII ĕмĕрсем) çырăвĕсенче сыхланса юлнă. Ку çыруллăх «пысăк» тата «пĕчĕк» çыруллăх çине пайланать. Пысăкки китай иероглифĕ евĕр пулнă — ăна халĕ те вулайман-ха. «Пĕчĕкки» вара урăхларах — сыпăксенчен тăнă. Сăмаха тăвакан сыпăксем пĕр-пĕринпе аякра тăракан ушкăнсене пуçтарăннă.