Когере́нтлĕх (лат. cohaerens — «çыхăнура тăракан») — физикăра: темиçе суллану е хум процесĕн корреляцийĕ (килĕшӳлĕхĕ). Çав килĕшӳлĕх вĕсене хушнă чухне палăрать. Сулланусем когерентлĕ, енчен те вĕсен фаза уйрăмлăхĕ вăхăт майĕн улшăнмасть, вара вĕсене хушсан çав тăтăшлăхлă суланусемех пулаççĕ.