Колюш | |
Coluche | |
Çуралнă чухнехи ят: | Michel Colucci |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | юпа, 28, 1944 ç. |
Çуралнă вырăн: | Парис, Франци патшалăхĕ |
Вилнĕ вăхăт: | çĕртме, 19, 1986 ç. |
Вилнĕ вырăн: | Грас, Франци |
Гражданлăх: | Франци |
Професси: | актёр, сценарист |
IMDb: | ID 0173354 |
http://www.coluche.fr |
Колю́ш (фр. Coluche, чăн ячĕ — Мише́ль Колюччи́ (фр. Michel Colucci); юпа, 28 1944, Парис — çĕртме, 19 1986, Грас) — франци комикĕ, актёрĕ тата сценарисчĕ.
1980 çулхи юпа уйăхĕнче Колюш патшалăхри политика лару-тăравĕпе килĕшменнине пула Франци пррезиденчĕ вырăнĕшĕн кĕрешес пирки пĕлтернĕ. Хаклавсемпе, вăл 16 % таран сасă пуçтарма пултарнă, уншăн чылайрахăш интеллектуал майлă пулнă. Хăйĕн вилĕмĕччен Колюш масштаблă социаллă акцие пуçарса ярать: Францири «Restaurants du coeur» социалă пулăшу — чухăнсене тӳлевсĕр апат çитермелли стационар пункчĕсене — йĕркелет. Çак ресторансем халĕ те ĕçлеççĕ.
1986 çулта çулла, Францин кăнтăр енче мотоциклпа çапăнса вилнĕ.
2006 çултанпа артист Парисре юлашки çулсенче пурăннă çуртран инçе мар лапама Колюш ятне панă.