Çуралнă вырăн: | Полтава хула, Полтава кĕпĕрни, Раççей империйĕ |
---|---|
Вилнĕ вăхăт: | 1942, нарăс, 25 |
Вилнĕ вырăн: | паллă мар, Козельск районĕнче, халĕ Калуга облаçĕ, РСФСР |
Патшалăх: | |
Ăслăх сфери: | космонавтика |
Ĕç вырăнĕ: | 1897, çĕртме, 21 |
Альма-матер: | Санкт-Петербургри патшалăх политехника университечĕ |
Паллă: | ăсчах, Уйăх çине вĕçмешкĕн оптималлă траекторине шутласа панăскер; Крымри хăватлă çил электростанци проекчĕн авторĕ |
Ю́рий Васи́льевич Кондратю́к (чăн ячĕ — Алекса́ндр Игна́тьевич Шарге́й; 21.6.1897, Полтава, Полтава кĕпĕрни, Раççей империйĕ — 25.2.1942, Кривцово, Орёл облаçĕ, РСФСР, ССРП) — совет ăсчахĕ, космонавтикăна никĕслекенсенчен пĕри. XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Уйăх çине вĕçмешкĕн траекторие («Кондратюк трасси») шутласа хунă.
Александр Игнатьевич Шаргей Полтавăра (Полтава кĕпĕрни) (халĕ — Полтава облаçĕ, Украина) вырăсланнă швед хĕрĕ, Людмила Львовна Шаргей (Шлиппенбах) баронесса [1]) тата католици тĕнĕнчи Игнатий Бенедиктович Шаргей иудей килйышĕнче çуралнă. Маçакĕн ашшĕ — Антон Андреевич Шлиппенбах, Тăван çĕршывăн 1812 çулхи вăрçине хутшăннăскер, Вольмар Антон Шлиппенбах (1653—1721) швеци çарĕн генерал-майорĕн нĕселĕ[2].
Людмила Львовна качча кайиччен Киев хулинче пурăннă, Киев-Подольск хĕрарăм гимназинче франс чĕлхине тата географие вĕрентнĕ, кунта пулас упăшкипе, ун чухне Киев университечĕн физика-математика факультечĕн çутçанталăк пĕлĕвĕ уйрăмĕн студенчĕ пулнă; 1987 çулхи кăрлачăн 12-мĕшенче тĕне кĕнĕ те вĕсем мăшăрланнă. Игнатий Бенедиктович Шаргей (1873—1910) Бердичевре çуралнă. Унта унăн ашшĕпе амăшĕ, Бендыт Срулевич Шаргей тата Фридриха Айзиковна Розенфельд (тепре качча кайсан — Екатерина Кирилловна Даценко, 1917 вил.), Ковен кĕпĕрнин Тельша уесĕнчи Кретинга вырăнĕнчен куçса килнĕ[3].
Александр Шаргей кукамăш (профессипе акушер) килĕнче (Сретени ур., № 4.) çуралнă, ачалăхĕ те унтах иртнĕ. Унăн иккĕмĕш упăшки тухтăр тата каярах Хысна палатин III-мĕш уйрăмĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ Аким Никитич Даценко. Шаргей ашшĕпе амăшĕ студенсем хирĕçлев юхăмне хутшăннă, амăшне жандармери аресленĕ те хырăмлă пулнине пăхмасăрах тискер асаплантарнă[4]; юлашинчен, унăн чун-чĕм чирĕ хĕрсе кайнă та ăна чун пăлхавçăсен Малые Будищи ялĕнчи сыватăшне вырнаçтарнă, унта вара вăл виличченех пурăннă.
Ракета-космос системисен совет конструкторĕсем |
||
---|---|---|
Анфимов • Арефьев • Бабакин • Бармин • А. Богомолов • В. Богомолов • Богуславский • Будник • Быков • Глушко • Грушин • Ефремов • Еффа • Ивановский • Иосифьян • Исаев • Кисунько • Козлов • Кондратюк • Коноплёв • Королёв • Косберг • В. Кузнецов • Н. Кузнецов • Куксенко • Лагутин • Лозино-Лозинский • Лопота • Макеев • Медзмариашвили • Мишин • Мозжорин • Надирадзе • Непобедимый • Носатенко • Пилюгин • Полухин • Протасов • Раушенбах • Решетнёв • Рязанский • Семёнов • Соловьёв • Сыромятников • Табаков • Тихонравов • Тюлин • Тюрин • Уткин • Фирсов • Цандер • Циолковский • Цыбин • Челомей • Черток • Янгель |