Татьяна Конюхова | ||||||
Çуралнă чухнехи ят: | Татьяна Георгиевна Конюхова | |||||
---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1931, чӳк, 12 | |||||
Çуралнă вырăн: | Ташкент, Узбек ССР, ССРП | |||||
Вилнĕ вăхăт: | 2024, ака, 2 | |||||
Вилнĕ вырăн: | Мускав | |||||
Гражданлăх: | ССРП→ РФ | |||||
Професси: | XX, XXI ĕм. совет, раççей актриси, театр педагогĕ | |||||
Чыславсемпе парнесем: |
|
Татья́на Гео́ргиевна Ко́нюхова (12.11.1931, Ташкент, Узбек ССР, ССРП — 2.4.2024, Мускав) — совет/раççей актриси. РСФСР халăх артисчĕ (1991). ССКП пайташĕ (1967 çултанпа).
Татьяна Конюхова 1931 çулхи чӳкĕн 12-мĕшĕнче Ташкентре (Узбек ССР) çуралнă. Амăшĕ килте тăрăшнă. Ашшĕ гитара çинче вылянă, амăшĕн питĕ хевтеллĕ сасă пулнă, ытларах украин юррисене шăрантарнă. Ашшĕн тымарĕ Полтава таврашĕнчен тухнă, амăшĕ — Харьков патĕнчен. Маçакăшĕ — пылак туса сутакан Терещенко кил çĕрĕсен агрономĕ. Ашшĕпе амăшĕ Вăтам Азире паллашса пĕрлешнĕ. 1946 çулта ашшĕне Латвие ĕçе куçарнă, çапла вара Конюховсен çемьи Ригăна куçса кайнă. Шкула Лиепаяра вĕçленĕ. 1949 çулта Мускава килсе ВГИКа (Б. В. Бибиков тата О. И. Пыжова ăста лаççи) вĕренме кĕнĕ. Иккĕмĕш курсрах ăна Александр Роун «Майская ночь, или Утопленница» фильмĕнче дебют тунă. 1955 çулта аслă пĕлӳ дипломне тивĕçсе Малый театр труппине кĕнĕ те «Иванов» пьесăра Саша рольне вылянă.