Котлет | |
Аш-какай фаршĕнчен пĕçĕрнĕ котлетсем | |
халăх кухнисене кĕрет | |
---|---|
украин, вырăс, поляк, беларус, литва, молдаван | |
Пĕрпек çимесем | |
Шаблон:Карточка/Викикĕнеке | |
![]() |
Котле́т (фр. côtelette — «аяк пĕрчишки»[1]) — чи малтанхи пĕлтерĕшĕнче: шăммипех пĕçернĕ аш-какай татăкĕ. Хальхи вырăс чĕлхинче тата вырăс кухнинче: какай фаршĕнчен, унăн аналогĕнчен (пулă фаршĕĕнчен, чăх фаршĕнчен) е пахчаçимĕç фаршĕнчен хатĕрлеççĕ.
Котлет (фр. côtelette) термин франссен côtelé (аяккиллĕ е côte — аяк пĕрчи) сăмахĕнчен пулса тухать. Сысна кĕлеткин хăш пайĕнчен касса илекен пайне çаплах «côtelette» теççĕ.
«Котлет» вырăс кухнине Европăран XVIII ĕмертен каярах килнĕ, темелле. Европăри пекех, Раççейре те чи малтанах аяк пĕрчи шăммин ашне каланă. Çапах та, XIX ĕмерĕн пĕрремĕш çурринче вакланă котлетсем тума тытăннă. Чи паллă тĕслĕхĕ — пожарский котлечĕ, ăна пĕрремĕш хут çапла Торжокри трактир хуçи Евдоким Пожарский пĕçернĕ. Çак катлета хулара темиçе хутчен пулнă А. С. Пушкин питĕ ырланă, çапла вара çак çимене пĕтĕм Раççейре апата кĕрсе каять.