Куйбышев шыв усравĕ | |
Шыв усравĕ Чĕмпĕр патĕнче | |
Тăршшĕ | 500 км |
Анлăшĕ | 35 км |
Лаптăк | 6,5 пин км² |
Калăпăш | 58 км³ |
Кĕрекен юханшывсем | Чулман Атăл, Сĕве, Хусан, Аслă Çарăмсан |
Куйбышев шыв усравĕ — Атăл çинчи чи пысăк шыв усравĕ.
1955—1957 çулсенче Атăла Шукăль тăвĕ тĕлĕнче Ставрополь-Атăл-çинчи (халĕ Тольятти) хули патĕнче пӳлсе Атăл ГЭС-не тунă хыççăн пулса тăнă.
Шыв усравĕн вăрăммăшĕ 500 çухрăм ытла, чи сарлака вырăнĕ Чулман Атăл кӳлмекĕнче — 35 çухрăм, шыв тĕкĕрĕн лаптăкĕ — 6,5 пин çм² (юханшывсем хушшинче — тĕнчере пĕрремĕшĕ), пĕтĕм шывĕ — 58 çм³, вĕсенчен 34 çм³ — усăлли. Пӳлнĕ шывăн çӳллĕшĕ — 29 м. Унăн чикки Атăл тăрăх Шупашкар тĕлне, Чулман Атăлпа — Чуллă Çыр патне çитет. Чулман Атăл, Сĕве, Хусан тата ытти юханшывсен айлăмĕсене йышăнать.
Шывуправĕн тĕп ĕçĕ — электроэнерги туса кăларасси. Ккунта пăрахутсене çӳреме питĕ лайăх, çаплах хулана шывпа тивĕçтересси, уй-хире шăварасси ĕçшĕн çав тери ансат. Унсăр пуçне, шыв пулă пуянлăхне ӳстерме пулăшать.
Шыв усрав Атăлăн юхăмне питĕ улăштарнă: çуркунне шыв сахалтарах сарăлма пуçланă, çуллапа хĕлле — хăпарнă та. Хусан патĕнче шыв çӳллĕшĕн вылянăвĕ халĕ 5—6 м, малтан, шыва пӳличчен, 10—11 м пулнă. Ку вырăнти шыв халĕ 3-5 кун маларах шăнса ларать, çурхи пăртан вара каярах тасалать. Шывуправăн 3-6 çухрăм таврашĕнчи микроклимачĕ, тĕпĕнчи тата çыран хĕррисенчи пулăмсем улшăннă, абрази тата çыран арканăвĕсем вăйланнă, çĕр ишĕлни самайланнă. Шыври тата шыв çумĕнчи флорăпа фауна питĕ вăйлă улшăннă.
Раççейĕн чи пысăк шыв усравĕсем (500 тв.çм ытла) |
|
---|---|
Ĕçлекеннисем | Братск1 • Бурей • Тури Тулом • Вилюй • Волгоград2 • Воткинск3 • Выгозерское • Горький2 • Зея • Красноярск4 • Чулман Атăл3 • Курей • Куйбышев (Самар)2 • Кума • Анат Чулман Атăл3 • Çĕн Çĕпĕр • Пролетарское • Рыбинск2 • Сарăту2 • Саян-Шуша4 • Серебрянск • Илим-Вăрри1 • Хантă-Вăрри • Шупашкар2 • Цимлян |
Тăвăнаканнисем | Богучан1 • |
Проектсем | |
Асăрхавсем |
1Ангара çинче • 2Атăл çинче • 3Чулман Атăл çинче • 4Енисей çинче |