Купăс

Купăс (хуткупăс, ал купăсĕ) — чĕлхеллĕ клавишлă-сывлăш пусăмлĕ икĕ клавиатурăллă кĕвĕ хатĕрĕ. Сулахай клавиатури аккомпанемент валли: пĕр тӳмине пуснипе бас е тулли аккорд янăрать. Сылтăм клавиатури кĕвĕ шăратать.

Чăн тĕрĕссипех хăш çĕр-шыра ал купăсне туса хатĕреленине пĕлтерекен хыпара тупма çук. Пурин те шухăшĕпе купăса Германире XIX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче шутласа кăларнă. Çапах та урăх хыпар та пур. Сăмахран, академик Мирекпе килĕшӳллĕ, пĕрремĕш купăса Санкт-Петербургра 1783 çулта чех инженерĕ Франтишек Киршник ăсталать. Çак ыйту çине урăхла пăхакансем те пур.

Пĕрремĕшĕсен йышне çак купăссем кĕреççĕ: «ливенка», «вырăс венка», «хромка» (халĕ питĕ саралнă). Иккĕмĕш тĕсе — «тальянка», «черепанка», «тула», «вятка». Купăссене сылтăм клавиатурин (тӳме шучĕпе) тĕсĕпе уйăрма пулать. Хальхи вăхăтра чи саралнă купăс — икĕ ретлĕ «хромка», çапах та виçĕ ретлĕ тата пĕр ретлĕ инструментсем те пур.

  • Пĕр ретлĕ купăссем: «тулă», «ливенка», «вятка», «тальянка» («итальянка» кĕскетни, сылтăм клавиатуринче 12—15 тӳме, сулахаййинче — виççĕ).
  • Икĕ ретлĕ купăссем: «вырăс венка» (пĕрремĕш икĕ ретли), «хромка».

Çаплах пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.