Линилле куçару — линилле хисеп функцине (тĕрĕсрех, евĕрлĕ функцие) аргументсен пĕтĕмĕшлерех йышĕ тата пĕлтерĕшсем тĕлĕшпе анлăлатни.
Линилле оператор (трансформаци) векторла уçлăха хăйĕн çинех куçарнин уйрăм тĕслĕхĕ пулать[1]
Терминологи кунта çакăн пек. Оператор тени те, куçару тени те, трансформаци тени те функци тенипе тан. Анчах та чылай чухне синонимла, çав вăхăтрах кăштах урăхла терминсемпе усă курни вырăнлă.