Луви чĕлхи | |
---|---|
Тăван ячĕ: | Luwili |
Патшалăхсем: | Хетт патшалăхĕ Арцава Кайранхи хетт кнеçлĕхĕсем |
Регионсем: | Анатоли Сирин çурçĕр енĕ |
Çухалнă: | ~ п.эрч. 600 ç. |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Индоевропа çемьи | |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | - |
ISO 639-2: | - |
ISO 639-3: | xlu (савăлпа çырнă луви) hlu (иероглифи луви) |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Луви чĕлхи, — анатоли ушкăнне кĕрекен индо-европа чĕлхи. Пирĕн эрăчченхи XV—X ĕмĕрсенче Хетт патшалăхĕнче сарăлнă пулнă. Унта ăна патшалăх ĕçне тытса пыма усă курнă.
Луви чĕлхинчен ликипе сидет чĕлхисем пулса кайнă.
Çырулăхĕ хутăшла пулнă, идеограммăсемпе татăк паллисене усă курнă. Ку çыруллăх Пĕчĕк Ази çĕрĕсенче сарăлнă пулнă, халĕ вăл Луви иерогрифĕсем пек паллă. Хăш-пĕр çыруллăх палăкĕсене тăм çинче çырнă, вĕсем аккад çыруллăхне çывăх.
XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Бедржих Грозный чех ăсчахĕ луви чĕлхине вулама май тупнă, чĕлхе индо-европа чĕлхисене çывăххине çирĕплетнĕ.
Анатоли чĕлхисем |
|
---|---|