Хоуп Лэнг | |
акăл. Hope Lange | |
Çуралнă чухнехи ят: | Хоуп Элис Росс Лэнг |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1933, чӳк, 28 |
Çуралнă вырăн: | Реддинг, Коннектикут штачĕ, АПШ |
Вилнĕ вăхăт: | 2003, раштав, 19 |
Вилнĕ вырăн: | Санта-Моника, Калифорни, АПШ |
Професси: | XX ĕмĕрти американ теле- театр акртиси |
Карьера: | 1942-1998 |
Хо́уп Эли́с Росс Лэнг (акăл. Hope Elise Ross Lange; 28.11.1933, Реддинг, Коннектикут штачĕ — 19.12.2003) — американ актриси. Икĕ «Эмми» премине тивĕçнĕ, çаплах ăна «Оскар» тата «Ылтăн глобус» премисене илмешкĕн тăратнă.
Хоуп Элис Росс Лэнг (акăл. Hope Elise Ross Lange) 1933 çулхи чӳкĕн 28-мĕшĕнче Коннектикут штатĕнчи Реддинг хулара çуралнă. Ашшĕ — Джон Джордж Лэнг — мусăкçă тата аранжировщик, Флоренз Зигфелд патĕнче ĕçленĕ, амăшĕ — Миннэтт Буддек — актриса, каярах ресторан хуçайкки. Çамрăк чухне амăшĕн ресторанĕнче официант пулса ĕçленĕ. Пĕррехинче унăн фотографине пĕр хаçатра пичетленĕ, çакăн хыççăн ăна Нью-Йоркри модель агенствине ĕçе чĕннĕ.
Ку актёр е актриса пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |