Микроб интеллекчĕ (феномена çаплах бактериллĕ интеллект теççĕ) — микроорганизмсен тыткаларăшĕн хăшпĕр аспекчĕсене интеллект евĕрлĕ пăхса тĕпчекен концепци.
Кăткăс клеткăсем, ансатраххисем е шыв курăкĕсем, улшăнакан йĕритавралăхра хăйехйĕркеленеслĕхĕнче чаплă пултарулăхне кăтартаççĕ[1]. Амёбăсем раковина тунă чухне тĕрлĕ хутлăхра пурăнса, çак хутлăха манипуляцилесе хăйсен кăткăс, нумай клеткăллă организмсен çеç тĕл пулакан пултарулăхне кăтартаççĕ.
Иçмасса бактерисем популяци евĕрлĕ çав териех “шӗвӗркке” тыткаларăша кăтартма пултараççĕ. Çакнашкал тыткаларăша пĕр тĕслĕ популяцисенче е хутăш тĕслĕ популяцисенче курма пулать. Тĕслĕхсем — колонисем е миксобактерисен «кĕтĕвĕ», кворум туйăмлăхĕ тата биоçурхахсем[2].
Бактерисен колонийĕ биологири нейронсен тетелне нӳреммĕн иммитацилет, тесе шухăшланă. Бактерисем кĕрекен панисене хими сигналĕсем пек йышăнма, шутлавласа илме пултараççĕ, çакăн хыççăн колонири ытти бактерисене пĕлтермешкĕн кăларакан хими япалалăхĕсене тума пултараççĕ.
Бактерисен коммуникацине тата хăйех-йĕркеленеслĕхне тетеллĕ теори контексчĕ енчен Тель-Авив университетĕнчи Эшель Бен-Якоб ертӳçĕн ăсчахсен ушкăнĕ тĕпченĕ, бактериллĕ колони валли фрактал евĕр модельне шутласа кăларнă, колонири пурнăç циклĕн чĕлхе тата социум моделĕсене туса палăртнă.