Микроэволюци — темиçе ăру сыппин тапхарĕнче аллельсен тăтăшлăхĕнче популяцире пĕчĕк улшăнусем сарăлни; тĕс шайĕнче эволюцири улшăнусем[1]. Çакнашкал улшăнусем мутаци, çутçанталăк суйлани, ятарласа суйлани, генсен куçăмĕ тата генсен дрейфĕ процесĕсене пула сиксе тухаççĕ. Çак улшăнусем тĕс шайĕнче популяцисенче дивергенцилеççĕ, çапла, пĕтĕмĕшле каласан, тĕсе туса кăлараççĕ[2].
Термина пĕрремĕш Гарвардра вĕренсе тухнă Роберт Гринлиф Ливитт ботаник Botanical Gazette журналта 1909 çулта сĕннипе кĕртнĕ.
Автор çапла форма çукки формăна туса кăларас тупсăма палăртас тенĕ[3]
Çапах та Ливитт çак терминпа хальхи аталану биологинче усă курмашкăн кĕртнĕ, макро- тата микроэволюци терминсене пĕрремĕш ăстрăм хальхи палăртусемпе раççей энтомологĕ Юрий Филипченко хăйĕн 1927 çулта нимĕçле çырнă «Variabilität und Variation» ĕçĕнче ускурнă. Термина акăлчанла калаçакан пĕрлелĕхне Ф. Добжанский хăйĕн «Генетика и происхождение видов» кĕнекинче çитернĕ.
Микроэволюци термин эволюцие хирĕç юхăмĕнче, уйрăмах креационистсен хушшинче, паллăха тухать.
Микроэволюцисем йыш енĕпе макроэволюцирен уйрăммăн тăрать тени çĕтерсе ярать; сăмахран, хăшпĕр креационистсем каланипе, çак процесссем хушшинчи уйрăмлăхĕ микроэволюци темиçе ăру сыппи шайĕнче пулса иртет, çав вăхăтрах макроэволюци — темиçе пин çул тапхăрĕнче[4]. Тĕрĕссипе, микро- тата макроэволюци пĕр процесех ăнлантарса параççĕ. Тĕнчипех паллă ăслăх организацисем, çав шутра AAAS, макро- тата микроэволюцисем хушшинчи уйрăмлăха ăслăх енчен ăнлантарма май çук.[5].
Çапах та ыйтăва пĕтĕмпех татса панă теме пулмасть. В. Грант кăларнă «Эволюциллă процесс» монографире çакна çырнă:
микро- тата макроэволюци хушшинчи вĕсен питĕ аякри формисен вăхăт масштабĕңчи çав тери пысă уйрăмлăхне ансат экстраполяцисемпе ăнлантарма асăрханмалла. Микроэволюцири нумай улшăнусем тепĕр хут пулма пултараççĕ, вĕсем пулассине пĕлме пулать. Макроэволюци вара — историри процесс.
— Грант В. Эволюционный процесс. Критический обзор эволюционной теории[6]
Эволюциллĕ биологи |
|
---|---|
Эволюци • Эволюци ĕнентерĕвĕсем | |
Эволюци процесĕсем | |
Эволюци факторĕсем | |
Популяцисен генетики | |
Пурнăç пуçланни | |
Историри концепцисем | |
Хальхи теорисем | |
Таксонсен эволюцийĕ |
Ӳсентăрансем • Лĕпĕшсем • Кăткăсем • Пулăсем • Çĕрти-шыврисем • Рептилисем • Вĕçен кайăксем • Сĕтпе тăрантакансем • Кит евĕрлисем • Лашасем • Этем |
Эволюци пĕлĕвĕн историйĕ • Эволюци хронологийĕ • Çĕр çинчи пурнăçăн историйĕ • Эволюционизма тиркени |