Миссури (плато)

Канадăри Миссури плато пайĕ

Миссу́ри — (Missouri Plateau), АПШпа Канадăн платойĕ.

Миссури — Мăн тӳремсен вăтам пайĕ, Миссури шыв-çĕр лаптăкĕнче вырнаçнă.

Çĕр пичĕ тӳремлĕ, анăçран тухăçалла 1600 м пуçласа (Кордильер патĕнче) 500 м çитет тухăç айăкĕнче; вырăнĕсемпе плато çинче уйрăм тусем (Блэк-Хилс, Биг-Сноун т.ыт.) 2200 м çӳллĕш. Чылайăшĕпе хăйăрлăхсенчен пулса кайнă. Çурçĕрте пăрлăх тапхăрĕнчи отложениями. Пысăк юханшыв айлăмĕсене темĕн чуль çырма касса пĕтернĕ.

Климачĕ континенталлă типĕ. Тухăçра хура тăпраллă çĕр, анăçра каштан тĕслисем. Çанталăкри ӳсентăранĕ: тухăç енче кăлкан-тĕрлĕкурăклă çеçенхирсем, Кордильер тăвĕн умĕнче — тĕрлĕ типшĕк курăк çитĕнĕт.