Мокроусов Борис Андреевич

Борис Андреевич Мокроусов (27.2.1909, Канавино, Чулхула кĕперни (халĕ Чулхулана кĕрет), Раççей империйĕ — 27.3.1968, Мускав, СССР) — совет композиторĕ.

Иккĕмĕш степеньлĕ Сталин парнин (1948) лауреачĕ ятне «Заветный камень», «Одинокая гармонь», «Песня о родной земле» тата «Хороши весной в саду цветочки» юрăсене кĕвĕленĕшĕн тивĕçнĕ. Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1962).

1909 çулхи нарăсăн 27-мĕшĕнче Чулхула облаçĕнчи Канавино хулинче (халĕ Чулхулана кĕрет), Раççей империйĕ çуралнă.

Б. А. Мокроусов — «Чапаев» опера тата паллă «Роза ветров» оперетта (1947) авторĕ, «Свадьба с приданым» фильмĕпе спектаклĕ валли мусăк хайланă, çаплах çак фильмсене кĕвĕпе илемлетнĕ:

Çакăнсăр пуçне вăл çак паллă юрăсене кĕвĕленĕ:

  • «Вологда»
  • «Вьётся вдаль тропа лесная»
  • «Когда поёт далёкий друг» (Ив Монтан çинчен)
  • «Костры горят далекие»
  • «Милый мой живет в Казани»
  • «Море шумит»
  • «На крылечке твоём» («Свадьба с приданым»)
  • «Песенка фронтовых шоферов»
  • «Песня защитников Москвы»
  • «Сормовская лирическая»
  • «Осенние листья»

Инструментлă мусăкра Мокроусов тромбонпа оркестр валли концерт, "Антифашистсен симфонине", фортепиано валли пьесăсем çырнă.

2005 çулхи акан 25-мĕшĕнче ПТКЗ «Раççей» патĕнчи çăлтăрсен лапамĕнче Борис Мокроусов çăлтăрне хунă [1].

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]