Мо́ра (лат. mora, вăхăт хушши, вăхăт), çавăн пекех хро́нос про́тос (ав.гр. χρόνος πρῶτος, малтанхи вăхăт), тата тепĕр тĕрлĕ: те́мпус при́мум (лат. tempus primum, малтанхи вăхăт) — Антика тапхăрĕнчи сăвă теорийĕ тĕлĕшпе усă куракан термин. Карт калăпăшне палăртмалли пĕрчĕ, сăвăри вăхăта шутламалли чи пĕчĕк пĕрчĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)В античном метрическом стихосложении единицей долготы в стихе служит доля – мора; краткий слог ( _ ) считается равным одной море, долгий слог (—) – двум.[1].
Асăннă тапхăрти чĕлхесенче (авалхи грек, латтынь) сыпăксем вăрăмăш тĕлĕшпе пĕр-пĕринпе оппозицире пулнă, сăвăри ритм та çак пулăм çинче никĕсленнĕ. Паянхи чăваш, вырăс, нимĕç тата ытти нумай-нумай чĕлхесенче кун пек пулăм çук. Вĕсенче динамикăлла пусăм малта тăрать.
"Мора" текен термина динамикăллă пусăмлă чĕлхесенчи сăвă тĕлĕшпе майлаштарса усă курасси аталаннă-ши е çук-ши, — ку тĕлĕшпе халлĕхе ним те паллă мар.
"Мора" текен ăнлав хальхи лингвистикăра те пур[2] Сăмахран, яппун чĕлхине вĕренекенсем тата тĕпчекенсем çак ăнлавпа усă кураççĕ. "Сасă" тата "сыпăк" тенисем хушшинче тăракан анлав пек палăртаççĕ ăна унта.
Метрикăлла (силлабо-тоникăлла) тата квантитативлă сăввăн ăнлавĕсем | |
---|---|
Амфибрахий • Анапест • Акаталектика • Анакруса • Анкепс • Арса • Биметр • Гиперкаталектика • Дактиль • Диподи • Икт • Карт • Каталектика |
![]() |
Ку литература пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |