Неббиоло

Неббиоло

Неббиоло - ( Nebbiolo ) - итали паха хĕрлĕ иçĕм сорчĕ.Тăван çĕр : Çурçĕр Итали ( Пьемонт облаçĕ ).Ячĕ "nebbia" ( "тĕтре" ) сăмахран пулнă.Урăх ячĕсем : Spanna, Picotener, Pugnet, Chiavennasca.

Неббиоло авалхи сорт. Пĕрремĕш хут Неббиоло ячĕпе 1512 çулта паллă пулнă.

Пьемонт облаçри Альба эрехтăвакан тăрăхĕ

Небиолло - "килти" сорт. Анчах та тăван çĕрĕнче (Пьемонтпа Ломбарди облаçĕсенче) вăл паха эрех парать. Ют çĕр-шывсенче апатлану эрехĕсене кăна тăваççĕ. Пьемонт облаçĕнче чи чаплă эрехсене Бароло (Barolo) тата Барбареско (Barbaresco) тăрăхсенче тăваççĕ.