Неосионизм

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Сион (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ку ăнлава Постсионизм тенипе пăтраштармалла мар

Неосионизм1967-мĕш çулта Ултăкунлăх вăрçă хыççан Израиль патшалăхĕнче çуралнă политикăри юхăм тата концепци. Тĕпрен илсен, çав вăрçă вăхăтĕнче ярса илнĕ çĕрсене Израиль çумне пĕрлештермелле тенине пĕлтерет.

Неосионистсем çак çĕрсене Израилĕн уйрăлми пайĕ тесе шутлаççĕ те вĕсене израиль еврейĕсен йышăнмалла теççĕ. Çак идеологие тытакан хăшпĕррисем татах малалла каяççĕ — вĕсен шухăшĕпе, арабсене çĕршывран кăларса ямалла. Идеологи параллеллĕ сулахайри постсионизмĕпе социализм сионизмĕне оппозицилле аталанса пынă.

Ури Рам социолог каланипе, çак идеологие Израильте «ксенофобиллĕ, национализм, çаплах расизм майлă тата демократие хирĕçле политика-культурăри курс» теççĕ[1].

Неосионизм Ултăкунлăх вăрçи вĕçленсен Израиль патшалăхĕ Иерусалима тата Анăç çырана ярса илсен çуралнă.[2]. Унчен идеологи Гуш Эмуним ятлă израиль еврейĕсен тĕнĕн юхăмĕнчен тухнă.

Неосионизма Израиль пĕрлĕхĕнче тата еврей тĕнчинче пуçпулса тăракан идеологи темелле мар.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Anita Shapira, Derek Jonathan Penslar, Israeli Historical Revisionism: from left to right, Routledge, 2002, pp.57-58.
  2. ^ Ghazi-Bouillon, Asima (2009).