Нуклонсар эффективлă касăлăвĕ, нуклонсарла эффективлă касăлу, реакцин нуклонсарла касăлăвĕ, реакцин микроскопла касăлăвĕ — элементарлă пĕрчĕ нуклонсарпа е урăх пĕрчĕпе хире-хирĕç вăйăмра пулассин пулаяслăхне кăтартакан кап. Эффективлă касăлăва виçмелли пĕрчĕ — барн (1 барн = 10−28 м2 = 10−24 см2 = 100 фм2). Эффективлă касăлусене пĕлсе нуклонсар реакцийĕсен хăвăртлăхĕсене е реакцие хутшăннă пĕрчĕсен хисепне шутласа тупаççĕ.