Нумайхысаклăх, эпир хăнăхнă уçлăхра — виçĕ виçеллĕ нумайхысаклăх (кун пирки, чĕмсĕрлех йĕркипе, каламасăр та хăварма пулать) — никĕслевсене тивĕçтерекен виçĕ виçеллĕ евклид уçлăхĕнчи вĕçсĕр мар шутлă лаптак нумай кĕтеслĕхсен пĕрлешĕвĕ (анчах кунашкал çийпе чикĕленекен ĕскере хăйне те çак терминпа палăртма пулать).
Çак нумайкĕтеслĕхсене хысаксем, вĕсен енĕсене — нумайхысаклăхăн аякĕсем, тăррисене — тăрăсем тесе палăртаççĕ. Нумайхысаклăхсенчен чи ансаттисем — мăкăрăлчăк нумай хысаклăхсем (евклид уçлăхĕн вĕçсĕр мар çавнашкал аййышĕн чикки, хăшĕ (аййыш) унăн вĕçсĕр мар çурма уçлăхсен хĕресленĕвĕ пулса тăрать).
Нумайхысаклăхăн виçĕ хапаллă уçлăхри ăнланăвне пĕтĕмлетсе, n-виçеллĕ нумайхысаклăх тени патне пырса тухаççĕ.
Нумай хысаклăх палăртăвĕн 2 шухăш-пĕлтерĕшĕ:
Иккĕмĕш тĕслĕхĕнче нумайкĕтеслĕх татăкĕсенчен çыпăçтарнă çийĕ нумайхысаклăх пулать. сем Çак çи хăйне хăйех касса каять пулсан, вăл геометри кĕлеткин тулли çийĕ пулать, вăлах нумай хысаклăх шутланать; çакăнтан виççĕмĕш палăрту çуралать.