Оз çĕршывĕ — Лаймен Фрэнк Баум американ çыравçин «Оз çĕршывĕнчи тĕлĕнтермĕшлĕ асамçă» кĕнекисенчи шутласа кăларнă çĕршыв. Хароне спутник çинче Оз çĕрĕ (Oz Terra) пур (ятне Тĕнчери астрономсен пĕрлешĕвĕ çирĕплетмен-хе).
Баум тунă карттăсемпе, çĕршывра 4 тĕп района палартнă: мигунсен çĕршывĕ (Сарри), унта Анăç тухатмăшĕ тытса тăрать; жевунсен çĕршывĕ (Кăвакки), унта Тухăç Тухатмăшĕ тытса тăрать; гилликинсен çĕршывĕ (Фиолетли), унта Çурçĕр Тухатмăшĕ тытса пырать; тата кводлингсен çĕршывĕ (Хĕрли), унта Глинда хуçаланать.