Оливия Уильямс

Уильямс хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Оливия Уильямс
Olivia Williams
Çуралнă чухнехи ят Olivia Haigh Williams
Çуралнă вăхăт 1968 çулхи утă, 26-мĕшĕ(1968-07-26)[1] (56 çул)
Çуралнă вырăн
Гражданлăх Аслă Британи Аслă Британи
Професси XX - XXI ĕмĕрсен британ актриси
Карьера 1992 — хал. вăх.
IMDb ID 0931404
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Оливия Уильямс (акăл. Olivia Haigh Williams; 1968, утă, 26, 1968 года) — британ актриси.

АПШ Наци критикĕсен пĕрлĕхĕн парнин лауреачĕ (Р. Поланскин «Призрак» (2010) фильмĕнчи рольшĕн).

Оливия Уильямс Лондонра, Кэмден-таун райрнĕнче çуралса ӳснĕ.

Унăн ашшĕпе амăшĕ профессипе барристерсем. Кембриджăн Ньюнхэм Колледжĕнче (акăл. Newnham College) Акăлчан литератури ăсталăхне алла илсен, вăл иккĕ çул хушши драма ӳнерне Бристоль театр шкулĕнче (акăл. Bristol Old Vic Theatre School) вĕреннĕ, кайран виççĕ çул Патша шекспир театрĕнче (акăл. Royal Shakespeare Company) хĕсметре тăнă[2].

1995 çулта театр труппипе Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем тăрăх тура кайнă, «Ричард III» пьесине хутшăннă. Унăн пĕрремĕш палăрнă ролĕ — «Эмма» телефильмри Джейн Фэйрфакс (Джейн Остинăн пĕр ятлă романĕпе). 1999 çулта «Улттăмĕш туйăм» мистик триллерĕнче Брюс Уиллис персонажĕн арăмне вылянă.

17-21 çулсем чухне Радослав Сикорскипе — пулас поляк ютçĕр министрĕпе — çывăх туслă пулнă[3][4]. 2003 çулхи чӳкĕн 2-мĕшĕнче Оливия Уильямс американ актёрне тата драматургне Рашан Стоуна качча тухнă. Вĕсен иккĕ ача: Эсме Руби (акăл. Esmé Ruby; 2004 çулхи акан 6-мĕшĕнче çур.) тата Роксана Мэй (акăл. Roxana May; 2007 çулхи акан 7-мĕшĕнче çур.).

Фильмографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Olivia Williams // filmportal.de — 2005.
  2. ^ Olivia Williams: 'I just do what I’m told' (акăлч.). Independent.co.uk. çăлкуçран архивланă 15 Ака уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 28 Нарӑс уйӑхӗн 2010.
  3. ^ Olivia Williams o ministrze Sikorskim: Radek był moją pierwszą, wielką miłością. Zdecydowanie
  4. ^ [1]: "...attended Sikorski's 50th birthday one year ago was actress Olivia Williams, a former girlfriend of Sikorski's"