«Оптика» (акăл.Opticks: or, A Treatise of the Reflexions, Refractions, Inflexions and Colours of Light) — акăлчан ăславçин Исаак Ньютонăн (1642—1727) трактачĕ. Чăн малтан 1704-мĕш çулта акăлчанла тухнă; 1706-мĕш çулта латтыньле куçарса кăларнă, часах хранццусла тата нимĕçле куçарусем те тухнă.