Пĕрлĕхле чи пĕчĕк хутларăш (НОК) — m тата n тулли хисепсен пĕрлĕхле чи пĕчĕк хутларăшĕ тесе çавнашкал чи пĕчĕк натураллă хисепе калаççĕ, хăшĕ m тата n çине юлашкисĕр пайланать. Çапла паллă тăваççĕ:
Тĕслĕх: НОК(16, 20) = 80.
Темиçе хисепĕн пĕрлĕхле чи пĕчĕк хутларăшĕ — çак кашни хисеп çине юлашкисĕр пайланакан чи пĕчĕк натураллă хисеп.
НОК тенине усă курнин чи паллă тĕслĕхĕ — ваксене хушнă е хутланă чухне çак ваксене пĕрлĕхле ай патне илсе пыни.