Паллăлăх ĕçхĕл, е причасти (термина вырăс чĕлхинчен илнĕ, лешĕ вара авалхи грек, латин чĕлхисенчен калькăласа тымарланать) — глаголăн ятарлă хурăмĕ; япалан ĕç тăвăм тĕлĕшри паллисене кăтартать, паллă ячĕн ыйтавĕсене хурав парать.
Чăваш чĕлхинче иртнĕ вăхăтри, хальхи вăхăтри, пулас вăхăтри тата пулмалли паллăлăх ĕçхĕл пур.
Иртнĕ вăхăтри паллăлăх ĕçхĕл глагол тĕпĕ çумне -нă тата -нĕ аффикссем хушăннипе пулать.
Хальхи вăхăтри паллăлăх ĕçхĕл глагол тĕпĕ çумне -акан тата -екен аффикссем хушăннипе пулать.
Пулас вăхăтри паллăлăх ĕçхĕл глагол тĕпĕ çумне -ас тата -ес аффикссем хушăннипе пулать.
Пулмалли паллăлăх ĕçхĕл глагол тĕпĕ çумне -малла тата -мелле аффикссем хушăннипе пулать.