Сызган Пасар районĕ — Чĕмпĕр облаçĕн пайĕ, Чĕмпĕр облаçĕн анăçĕнче вырнаçнă.
Район центрĕ — р. п. Пасар Сызганĕ.
Пуçлăхĕ — Ширманов Владимир Иванович
Пенза облаçĕпе тата юнашар Чĕмпĕр облаçĕн районĕсемпе: Инза, Вешкайма, Барыш районĕсемпе чикĕ тытать.
Çĕр çийĕ хăйăрлă. Рельефĕнче ытларах юханшывлă çӳллĕ платосем. Çул хушшинчи вăтам температура +3,4 град., нӳрĕк ӳкĕмĕ 450—500 мм. Тĕксĕм-сăрă варман таприллĕ çĕрсем.
Район 1935—1956 çç. пулнă. Каллех 1989 ç. туса хунă. 1956 çултанпа Инза районне кĕнĕ. Пĕтĕм çĕр лаптăкĕ 825,2 тв. çм.
Чылай ялĕ XVII ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче никĕсленнĕ.
6 ял тăрăхĕ, 33 ял; 1 хула евĕр посёлок. Пасар Сызган районне 1 хула (Пасар Сызган) тата 4 ял тăрăхĕ (Должниково, Лапшаур, Папуçи, Сосновоборское).
2005 çулхи кăрлач, 1 тĕлне районта 10,9 пин çын пурăннă. Хулара — 53 % (6,3 пин çын), ялсенче — 47 % (5,6 пин çын). Халăх йышлăхĕ — 14,4 çын/çм².
Наци йышĕ: вырăссем — 89 %, мордвасем — 7 %, тутарсем — 22 %, чăвашсем — 2,5 %. 34 пурăну вырăнĕнчен 30-ĕнче ытларах халăхĕ — вырăссем.
Районта 20 этеплĕх керменĕ, 15 вулавăш, ача-пăча ӳнер шкулĕ ĕçлет. Эрнере пĕрре «Новое время» район хаçачĕ пичетленет.
Районта 17 шкул, райпульници, этеплĕх çурчĕсем, çыхăну уйрăмĕ пур.
Малтан район территори тăрăх Пенза почтă тракчĕ иртнĕ. Халĕ район çĕрĕ урлă чукун çулĕ тата Инза—Барыш автомобиль çулĕ пырать.
Ял хуçалăхĕнче сĕт-çу аш-какай выльăх-чĕрлĕхне, сысна ĕрчетеççĕ, тыра-пулă тата выльăх çимĕç культурине ӳстереççĕ.
Чĕмпĕр облаçĕ |
|||
---|---|---|---|
Администраци центрĕ : Чĕмпĕр Муниципаллă-территориллĕ пайланăвĕ:
Хула тăрăхĕсем: Димитровград |
Çĕнĕ Чĕмпĕр |
Чĕмпĕр Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |
![]() |
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |