Перо — çырмалли хатĕр е, тĕрĕсрех каласан, калемĕн тĕп пайĕ, унăн пĕр элеменчĕ.
Хальхи вăхатра сайра тĕл пулать (тĕпрен илсен, автокалемсен пайĕ пек пулса). Анчах та 1960-мĕш çулсем таранах питĕ анлă сарăлнă пулнă, вăл шутра шкулсенче те.
Хальхи вăхăтра унпа, сăмахран ÿнерçĕсем усă курма пултараççĕ.
Ĕлĕк шкулсенче усă курнă перосен тĕсĕсем нумай пулнă. Кашнийĕнех — хайĕн ячĕ: çăлтăр пери, сĕлĕ пери, пуклак перо тата ытти те.