«Пиллĕк Ункă Кĕнеки» (яп. 五輪書, Горинносё) — XVII ĕмĕрте Миямото Мусаси самурай çырса кăларнă философи трактачĕ.
Кĕнекене автор Стратеги ӳнерне халалланă. Унта хĕçе алра тытма вĕрентекен тĕрлĕ шкул пирки каласа кăтартнă. Çаплах, çак трактатра каланипе, самурай ахаль çынран уйрăмланса тăрать, унăн, хăрушлăх чухне, тăшманран хӳтĕленмелле çеç мар, ăна çĕнтермелле. Пиллĕк Ункă Кĕнеки — кэндзюцу ӳнерне вĕрентекен, катана хĕçпе усă курмалли меслетсене кăтартать. Çак трактата халичченех çапăçу ӳнер ăстисем ăса илеççĕ. Çак кĕнекере пĕр-пĕринпе кĕрешнине çеç мар, тĕнчери вăрçăсене те, хирĕçӳсене те ăнлантарса панă, ун пирки Мусаси умсăмахĕнче асăннă. Çавăн пекех, кĕнеке ӳрăх ăслăхсемпе ремеслăсенче пулăшма пултарать.
Кĕнеке пиллĕк пайран тытăнса тăрать: