Писко - ( Pisco ) - хаяр ( 38-43 % ) иçĕм алкоголь ĕçми.Кечуа халăх чĕлхирен "писко" - "вĕçнĕ кайăк" куçарма пулать.Писко Перу тата Чили çĕршывсемче тăваççĕ.
Чили кашни çул яхăн 40 млн литр писко кăларать.Ку шутран 12 % кăна урăх çĕршывсемре сутаççĕ.
1986 çулхи сакунпа писко тума ирĕк панă иçĕм сорчĕсем : Мускат, Торронтес тата Педро Хименес.Иçĕм çырлисем нарăс уйăхра пуçтараççĕ.
Чилире иккĕ писко тăвакан тăрăхсем ( zona pisquera ) : Атакама ( Atacama ) тата Кокуимбо ( Coquimbo ).Пĕтĕм иçĕм пиллĕк айлăмсемче ӳстереççĕ : Элки ( Elqui ),Чоапа ( Choapa ),Копиапо ( Copiapo ),Лимари ( Limari ) тата Вальнар ( Vallenar ).Айлăм ячĕсем часах кĕленче этикеткинче курма пулать.
Алсемпе пуçтарса иçĕм çырлисене хурçă валашкире ватаççĕ.12 кун ăсла йӳçет.30 кун каннă хыççăн ăсла пысăк пăхăр юхтармалли савăтра ( куб ) пĕр хут пăслан-тарса тасатаççĕ.Шывпа хуштарма юрамасть.Пулнă 38-43 % хаярлăхпа ĕçми юман пичкере усравлаççĕ.Писко усравланă вăхăчĕпе классификаци панă :
Чилире чилайăш 35 градуслă Pisco especial тăваççĕ.
Перу , Чилипе танлашсан, писко сахалрах тăвать - 1.5 млн. литр кăна.Ку шутран 100 пин литр ытла урăх çĕршывсемче сутаççĕ.Юлнă "арăслан пайĕ" перуанецсем ĕçеççĕ.
Малтанах перуанецсем писко Квебранта иçĕм çырлисемчен тунă.Паян техĕмлĕ писко Мускат, Альбильо тата Торонтель сортсемчен тăваççĕ.Тĕрлĕ сортсемчен тĕрлĕ писко пулать :
Перура пиллĕк писко тăвакан енсем ( ) : Лима ( Lima ), Ика ( Ica ), Арекипа ( Arequipa ), Мокегуа ( Moquegua ) тата Такна ( Tacna ).
Иккĕ эрне йӳçĕхнĕ ăсла пĕр хут пăслантарса тасатаççĕ.Пулнă хаяр алкоголь ĕçми ( яхăн 42 % ) хурçă пичкере 3-6 уйăх усравлаççĕ.
Алкоголлĕ ĕçмесем |
|
---|---|
Питĕ хаяррисем, 66—96 % | |
Хаяррисем, 31—65 % |
Авамори • Аквавит • Арак • Арманьяк • Бальзам • Бехеровка • Боровичка • Бренди • Бумбо • Бурбон • Буха • Виски • Водка • Граппа • Джин • Дивин • Егермайстер • Зубровка • Кальвадос • Киршвассер • Коньяк • Маотай • Мескаль • Метакса • Настойка • Палинка • Писко • Полугар • Раки • Ром • Самбука • Аншарли • Сливовица • Текила • Узо • Чача • Шнапс |
Вăтаммисем, 9—30 % | |
Хаярмаррисем, 1,5—8 % |