Пус (выр. Копе́йка (кивелнĕ форма: (выр. Копе́йная монета) — РФ, Днестрçум, Беларуç (рублĕн 100-мĕш пайĕ), Украина гривнин 100-мĕш пайĕ) вак укçи. Пус («Копейка») сăмах Азербайджанăн — гяпикĕпе, (азерб. qəpik, манатăн 100-мĕш пайĕ) пĕр тан. Çаплах Раççей империнче 1917 çулта, Тан çинче тата Кубаньре 1918 çулта, Литвара 1991 çулта, Беларуçре (1992) тата урăх эмитентсем (трест Арктикуголь, Внешторгбанк — 1961) хут укçасене (1, 2, 3, 5, 10, 15, 20, 25, 50 копейкă) пулнă.