Пуянлăх — çынăн е пĕрлĕхĕн пурлӑх-хаклăхĕ (укçа, ĕç тумалли хатĕрсем, пӳрт-çуртлăх е харпăр пурлăхĕ) пурăнмашкăн ытлашшипех пулни[1].
Пуянлăх шутне сывлăха сыхлассине, пĕлӳ илнине тата культурăна çывăх пулнине те кĕртме пулать. Пуян çын тесе социологи пĕрлĕхри ытти пайташсенчен чылайрах хаклăхсене тытса тăракана палăртать. Экономикăра пуянлăха çак вăхăтра активсемпе пассивсем хушшинчи уйрăмлăха палăртаççĕ. Тĕн философийĕ енчен пăхсан — хакалпа мораль пахалăхĕсен пуянлăхĕ пулать. Антонимĕ — чухăнлăх. Акăлчанла, материаллă тата финансăллă хаклăхсене тытнипе, пуянлăха Wealth (синоним — ырлă тăрăм теççĕ[2]), пĕрлĕхри ытти пайташсенчен çав тери пуян пулнине Richness теççĕ. Ыттисенчен питĕ пуян çĕршывсем аталаннисем пулаççĕ.
Пуянлăха чи лайăх мелсемпе тупăшлас ыйтăва классика шкулĕн экономисчĕсем тĕпчеме тытăннă. Адам Смит капиталăн тата ăна ӳстерес майсен çутçанталăкĕн теорине тунă. Давид Рикардо вара Смит сăнанисене çĕр ренти тата тĕнчери суту-илӳвĕн хăйне евĕр теорисемпе аталантарнă. Пурăнан халăх хăвăрт ӳссе пыни çĕршыври пуянлăхшăн пысăк хăрушлăх пулнине пĕрремĕш Томас Мальтус кăтартнă.
Джон Стюарт Милль унченхи ăсчахсен теорисене тарăнлатнă, экономикăна ӳсмешкĕн, çынсен тата пĕрлĕхĕн пуянлăхне пысăклатмашкăн ирĕклĕ пасар кирлине ăнлантарса панă.
![]() |
Ку экономикăпа вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |