Региомонтан (Йоганн Мюллер) | |
Regiomontanus | |
Çуралнă вăхăт: | Шаблон:Пайăр çын/Вăхăт/Logic |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Кёнигсберг, (Бавари) |
Вилнĕ вăхăт: | Шаблон:Пайăр çын/Вăхăт/Logic |
Вилнĕ вырăн: | Рим |
Ăслăх сфери: | астролог, астроном тата математик |
Ăсчах хисепĕ: | а |
Альма-матер: | Вена университечĕ |
Паллă вĕренекенсем: | Вальтер Бернхард |
Региомонта́н (Йоганн Мюллер) – (06.06.1436, Кёнигсберг (Бавари)- 06.07.1476, Рим) - астролог, астроном и математик.
11 çулта Лейпциг университетне кĕнĕ, 14 çулта Вена университетне куçнă. 15 çулта бакалавр пулса тăнă. 1453-мĕш çулта математикăпа тата астрономипе Пурбах Георгĕн лекцисене çÿрет, 1457-мĕш çулта магистр шайне илет. Астрономи тĕпчевĕсене пуçлать.
1461-мĕш çулта Региомонтан Виссарион кардиналпа паллашать, унпа пĕрле Рима каять. Кардиналпа пулна вахăтра авалхи Греци алçырăвĕсене шырать. 1463-мĕш çулта Виссариона Венецине легат пулса яраççĕ, Региомонтан унпа пĕрле пырать. Кунта Региомонтан Диофантăн «Арифметикин» ултă кĕнекин текстне тупать. 1464--мĕш çулта Региомонтан Падуяра аль-Фарганине астрономипе лекцисем вулать. Çав вăхатрах вăл Бьянкини Джованни Феррара астрономомĕпе тата математикĕпе паллашать.