Сар хырçă — Казахстанăн тĕп пайĕнче вырнаçнă хир. Тĕллĕн-тĕллĕн сăртсем тĕл пулаççĕ.
Анăçран тухăçалла 1200 çухрăма тăсăлать. Анăçри сарлакăшĕ 900 çх, тухăçра — 400 çх.
Хир урлă темиçе юханшыв юхать. Вĕсенчен пысăккисем: Ишим, Нура, Сарăшу. Ютларах пайĕпе юр шывĕпе тулаççĕ.
Çанталăкĕ континентлă, кăнтăр енче типĕрех. Çулла типĕ вăхăтсем час-часах пулаççĕ, хĕлле юр нумай çумасть.