Виктор Семёнович Семёнов (1949, çĕртме, 28, Мăн Вылă ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР, РСФСР çур.) — СССР тата Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ.
Виктор Семёнов Элĕк районĕнчи Мăн Вылă ялĕнче 1949 çулхи çĕртмен 28-мĕшĕнче çуралнă.
Виктор Семенов Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физика-математика факультетĕнче вĕренсе тухнă.
Виктор Семенович тренер ертсе пынипе Елена Николаева 1992 ҫулта Олимп вăййинче кĕмĕл медале тивĕçнĕ.
Паян Виктор Семенов – шалти ӗçсен хĕсмечĕн канури полковникĕ, педагогика ăслăхĕсен кандидачĕ.