Синг-Синг

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Синг-синг (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Синг-Синг
(акăл. Sing Sing Correctional Facility)
Вырнаçнă Оссининг, Нью-Йорк штачĕ, АПШ
Координатсем 41°09′06″ с. ш. 73°52′08″ з. д.HGЯO
Хальхи статус ĕçлет
Хăрушсăрлăх режимĕ максималлă
1826
New York State Department of Corrections and Community Supervision
Майкл Капра

1826

Синг-Синг тĕрми (акăл. Sing Sing Correctional Facility) — Оссининг хулинчи (Нью-Йорк штачĕ, АПШ). максималлă хаяр режимлĕ тĕрме. Нью-Йоркран 48 км çурçĕрелле, Гудзон.юханшывăн хĕрринче вырнаçнă. Тĕрмене Синг Синг ялĕн ятне панă, этимологи енĕпе «Sint Sinks» (‘чул çинче чул’) индей сăмахĕнчен тухать[1]. 1700 яхăн пиçилевçĕне хупмалăх вырăн пур. 1825 çулта тунă тĕрме камерисен тахçанхи корпусĕнче музей тăвасшăн.

Тĕрмене 1825 çулта Элам Линдс архитектор тата пăхакан проекчĕпе туса лартнă. Хӳмисене юнашар карьерти мрамортан хăпартнă. Тĕрмене туса пĕтерсен карьера тӳрлетӳ-каторга ĕçĕн тĕп вырăнĕ шутланнă. Тĕрме 1828 çулта ĕçлеме тытăннă, Линдс тĕрмен пĕрремĕш директорĕ пулнă.

Тĕрмере питĕ çирĕп дисциплина пулнă, тĕрмере питĕ шăп лармалла пулнă. Çакна пăснăшăн хĕненĕ. Çаплах сивĕ шыва кĕртнĕ, карцере пĕр-пĕччен хупни, т. ыт. те. Ларакансем вара 1861 çулта пăлханса кайнă, ăна салтаксем пусарнă.


1935 çулта тĕрмене совет çыравçисем Ильф тата Петров çитсе курнă. Çак визита вĕсем хăйсен «Пĕр этажлă Америка» документ-сатирăлла романĕнче, «Электрика пуканĕ» пайĕнче çырса кăтартнă[2].

Синг-Синг тĕрмере сахал мар электрика пуканĕ çинче айăпласа вĕлернĕ. Вĕлернисем шутĕнче шпионаж ĕçне хутшăннă Джулиус и Этель Розенбергсем, Альберт Фиш, Раймонд Фернандес, Марта Бек маньяксем, Луи Бухальтер мафиозо пулнă. 1963 çулта Нью-Йорк штачĕ айăпласа вĕлерессине пăрахăçланă хыççăн çак экзекуцие тумаççĕ.

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]