Совиньон Блан е Шурă Совиньон (фр.-Sauvignon blanc )- паллă шурă иçĕм сорчĕ. Тăван çĕрĕ: Францин хĕвĕл анăç енĕ.
Урăх ячĕсем: Фюме блан, Совиньон Жён, Пюншон, Пюешу, Мускат-Сильванер.
Шурă Совиньон питĕ аван пурăллă, шăнкав тата хăйăрлă тăпра çинче ӳсет. Çӳхе иçĕм хуппине çăмăл "паха пăнтăх" - Botrytis cinerea çапать. Шурă Совиньон питĕ тĕхĕмлĕ сорт. Ку сортран тунă эрехсене йĕплĕ хурлăхан, ешĕл курăк тата кремни шăршипе паллама пулать.
Шурă Совиньон тĕнчере анлăн сарăлнă :
ячĕ | енĕ | сорчĕн пайĕ | |
---|---|---|---|
Chateau dYquem | Сотерн тăрăхĕ, Бордо енĕ, Франци | чылайăш | |
Pavillon Blanc du Chateau Margaux | Бордо енĕ, Франци | чылайăш | |
Villa Maria Sauvignon Blanc | Мальборо айлăмĕ, Çĕнĕ Зеланди | 100 % |