Соли́ситор (акăл. solicitor) — Аслă Британире аслă рангри адвокатсем — барристерсем — валли суд материалĕсене хатĕрлекен адвокатсен категорийĕ. Солиситорсем çаплах юрисконсультсем пулса тăрмашаççĕ.
Адвокатсен иккĕ категорийĕ пурри тĕнчери хальхи практикăра пулни ытларах тахçантанхи сăлтавсенчен — акăлчан суд системин консерватизмĕ, анкăл-саксон право çемьинче суд ĕçĕсене туса пыма кăткăс пулнипе, норма право акчĕсен çирĕп системи çуккипе, çаплах барристерсем хăйсен привилеги статусне çухатасмарринчен те килет.
Сăмахран, Раççейре адвокатсене категорисене уйăрмаççĕ.
Ку тивĕç-ирĕк тата юриспруденци пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Ку Аслă Британи пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |