Клод Соте | |
фр. Claude Sautet | |
Çуралнă вăхăт: | 1924, нарăс, 23 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Монруж, Франци |
Вилнĕ вăхăт: | 2000, утă, 22 |
Вилнĕ вырăн: | Парис, Франци |
Гражданлăх: |
![]() |
Професси: | XX ĕмĕрти франц кинорежиссёрĕ, сценарисчĕ |
Карьера: | 1951 — 1995 |
Тĕлĕ: | драма |
Клод Соте́ (фр. Claude Sautet; 23.2.1924, Монруж — 22.7.2000, Парис, Франци) — франц кинорежиссёрĕ/ сценарисчĕ.
Декор ӳнерĕсен наци аслă шкулĕнче пĕлӳ илнĕ, мусăк критикĕ/педагогĕ пулса ĕçленĕ. 1946 çулта IDHEC-ре вĕренсе тухнă. Режиссёр ассистенчĕ, каярах телекураври продюсер ĕçне пикеннĕ. Режиссёр ĕç-пуçĕнчи дебючĕ 1955 çулта «Ырă кун, йăл кулă» кинолентăпа уçăлнă.
«Мелочи жизни» (1970) фильма Канн кинофестивалĕнче кăтартса Соте тĕнчере паллăха тухнă, çаплах Роми Шнайдер карьерине çӳле хăпарма пулăшнă. Роми Шнайдер актриса Соте ӳнерленĕ «Макс тата тимĕр витекенсем», «Сезар тата Розали» фильмсенче ĕçленĕ; «Ахаль истори» фильмра вылянăшăн «Оскар» премине чи лайăх ютçĕр фильмĕ тесе номинациленĕ; чи лайăх актриса «Сезар» премине илнĕ.
1993 çулта «Чĕрери хĕл» фильма ӳнерленĕшĕн Соте Кĕмĕл арăслана Венецири кинофестивальте Чи лайăх режиссёр «Сезар» премине тивĕçнĕ. Çав премиех вăл виçĕ çул иртсен хăйĕн юлашки фильмĕшĕн — «Нелли тата Арно хуçа» — илнĕ.
Рак чирĕпе асапланса вилнĕ. Монпарнас çăвинче пытарнă.
Клод Соте фильмĕсем |
|
---|---|
Ырă кун, йăл-кулă (1955) • Пĕтĕм тĕветкеле виçсен тин (1960) • Революци валли хĕçпăшал (1965) • Мелочи жизни (1970) • Макс тата тимĕр витекенсем (1971) • Сезар тата Розали (1972) • Венсан, Франсуа, Поль тата урăххисем (1974) • Мадо (1976) • Ахаль истори (1978) • Япăх ывăл (1980) • Гарсон! (1983) • Манпа темиçе кун (1988) • Чĕрери хĕл (1992) • Нелли тата Арно месье (1995) |