Спектр (лат. spectrum «курăм») — физикăра: физикăлла капсен (тĕпрен илсен, энергин, тăтăшлăхăн е массăн) пĕлтерĕшĕсен валеçĕнĕвĕ. Электромагнитла спектр — электромагнитла пайăркалав интенсивлăхĕн тăтăшлăхсен е хум тăршшĕсен тĕлĕшĕнчи валеçĕнĕвĕ.
«Спектр» термина Исаак Ньютон 1671—1672-мĕш çулсенче хĕвелĕн виçкĕтеслĕ кĕленче призма витĕр тухнă пайăрки нумай тĕс çине пайланса вырнаçнине палăртма кĕртнĕ[1]