Структурăлла хими — хими уйрăмĕ (сыпăкĕ, пайĕ), вăл япалалăхсен тĕрлĕ физикăлла тата физикăлла-химилле палăрăмĕсем шалти химилле тытăмпа тата реакцие кĕрес пултарулăхпа еплерех çыхăннине тишкерет. Структурăлла хими молекулăсен геометрилле тытăмне çеç мар пăхса тухать; тĕпчесси çаксене те пырса тивет — химилле çыхăнусен тăршшĕне, валентлă кĕтессене, координацилле хисепсене, конформацисене тата молекулăсен конфигурацине. Хире-хирĕç вăйăм эффекчĕсене, ароматлăха та куçран ямаççĕ.
Структурăллă хими вырăнне структурăллă хими теме пăхни — каймасть. Мĕншĕн тесен кунта хими текен ăславăн структури пирки мар, япаллăхсен структури тĕлĕшпе сăмах пырать.
Структурăлла хими |
|
---|---|
Химилле çыхăну | |
Структура куçарăвĕ | |
Электронла палăрăмсем | |
Стереохими |