Сётю

Сётю

Сётю ( акăл. Shochu ) - япун вăтам хаярлă алкоголь ĕçми.

Саке пăслантарса тасатса сётю пулать.Ректификацилă юпире саке юхтарсан сётю-ко ( чи хаяр 36 % спирчĕ ), саке аламбикре юхтарсан сётю-оцу пулать ( чи хаяр 45 % спирчĕ ).Сётю хаярлăхĕ шывпа хутăшса чакараççĕ ( 25 % ).

Паян Японире сётю-оцу питĕ паллă алкоголь ĕçми.Сётю-оцу тĕрлĕ чĕртавартан тăваççĕ :

  • Авамори - Окинава утраври сётю таиландри рисран тăваççĕ ;
  • Коме-сётю - Куматомо префектурăри сётю япун рисран тăваççĕ ;
  • Имо-сётю - бататран ( "пылак çĕр улми" ) тăваççĕ ;
  • Муги-сётю - сĕлĕрен тунă сётю ;
  • Соба-сётю - хура тулăран тунă сётю ;
  • Гома-сётю - кунжутран тăваççĕ.
  • Сётю япунсем таса е пăрпа/шывпа хутăшса ĕçеççĕ.Хĕлле сётю вĕрĕ шывпа ăшăтса ĕçеççĕ.

Сётю тăвакансем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Японире яхăн 300 хуçалăх сётю кăлараççĕ. Чи пысăк хуçалăхсем: Асахи, Такара, Санва сюруи, Сантори, Мэршэн, Хакуцуру.