Тăваттăмĕш капаш — алгебрăра: хисепĕн тăваттăмĕш капашĕ () тесе тăватă пĕр пек хисепĕн хутлавлăхне калаççĕ[1][2]. Натураллă хисепсен тăваттăмĕш хисепĕсен умлăн-хыçлăнлăхĕ : 1, 16, 81, 256…[3]. Тăваттăмĕш капаша час-часах битăваткал е битăваткал хисеп теççĕ.
Чăн хисепĕн тăваттăмĕш хисепĕ, хисепĕн тăваткалĕ пекех[4], яланах минуслă мар пĕлтерĕшлĕ[5].
Тăваттăмĕш капашлă танлăха, пиллĕкмĕш капашлă танлăхпа танлаштарсан, яланах тупсăма радикалсем пек çырса шутлама пулать (Абелĕн танлăхсен тупсăмне радикалсемпе кăтартаймаслăх теореми[6], Феррари меслечĕ[6]).