Тĕттĕмчĕмлĕх (выр. мракобесие «») — çутĕçе, ăслăха тата прогресса хирĕç тăшманла тăни[1][2].
Тĕттĕмчĕмлĕх («обскурантизм») пĕлӳсене сарма чаракан политикăна палăртать. Çакнашкал «ырлă суя» (en:Noble lie) политикишĕн Платон та пулнă. Хăйĕн «Патшалăх» ĕçĕнче вăл идеал патшалăхĕнче философ-патшасем пурне те ырă пултăр тесе суя-ултава сармалла тенĕ. Хальхи тĕнчере çакăн пек философие Лео Штраус тата неоконсерватизм майлисем пропагандăланă[3].