Те́нзор (лат.tensus, «хивре», «кару») — математикăра тата физикăра усă куракан линилле тата нумай компонентлă алгебрăлла объектăн хай векторла уçлăхăн вĕçсĕр мар виçеллĕ (хапаллă) талккăшĕнче палăртнă тĕсĕ (линилле алгебрăн объекчĕ). Физикăра пек чылай чухне 3 виçеллĕ уçлăх е 4 виçеллĕ уçлăх-вăхăт пулать, леш тензорăн компоненчĕсем пек хире-хирĕç çыхăннă физикăлла капсен координачĕсем (проекцийĕсем) пулаççĕ.
Кăшт ансатрах (çирĕпех мар) чĕлхепе кăна çапла палăртма пулать[1].
тензор вăл уçлăхри геометрилле е физикăлла пĕр-пĕр объекта тензор компоненчĕсем текен капсен таблици пек кăтартни;
асăннă компонентсем йышăннă пуçлав тытăмĕнчен килеççĕ тата тепĕр координатсем патне куçнă чухне улшăвланаççĕ (трансформациленеççĕ);
компонентсем улшăвланаççĕ, анчах та инвариант текен хăшпĕр капсем çаплах юлаççĕ.
Мĕнле те пулин базисра (пуçлав тытăмĕнче) тензора нумай виçеллĕ тата хисепсемпе (тензор компоненчĕсемпе) тултарнă d х d x ... x d таблица пек кăтартассĕ (хутланакансен шутне кунта тензорăн валентлăхĕ теççĕ). Базис улшăнсан компонентсем улшăнаççĕ, тензорĕ хăй çаплах юлать.
Тензорсемпе физикăра усă курни физикăлла саккунсемпе танлăхсене тарăнрах ăнланма пулăшать тата, пĕр-пĕринпе хире-хирĕçле çыхăннă физикăлла капсене пĕр тензор пек кăтартнă май, çырав ансатланать тата ăна, çырава, пуçлав тытăмĕнчен килмен пĕтĕмĕшле ковариантла формăпа кăтартма май пур.
Векторла V уçлăх çийĕнчи (m, n) ранглă тензор вăл m чухлĕ V уçлăхсене n чухлĕ V* çумкÿлĕмле уçлăхсем çине тензорла хутланин элеменчĕ (е линилле функционалсен уçлăхĕсене (1-формăсене) V çине хутланин)
Хисепсен m+n сумми тензор валентлăхĕ пулса тăрать. Çавăн пекех, (m, n) ранглă тензора m хут контравариантлă тата n хут ковариантлă теççĕ.