Террариум (лат. terra — çĕр) — (амфибисемпе рептилисене хурт-кăпшанкăсене тата урăх çурăмшăммисĕррисене), çаплах ӳсентăрансене усрамалли калăпăш. Чылай террариума кантăк, металл каркасĕнчен, пластмассăпа йывăç материалĕнчен тăваççĕ. Типçĕр çинче пурăнакан чĕрчунсем валли тĕпне хăйăр е тăпра сараççĕ, чул, мăк тата çерем татки хураççĕ, курăк акаççĕ. Йывăç çинче çӳрекен тĕссем валли террариума тункатасем лартаççĕ, лианăсем çакаççĕ. Террариумра шыв тултарнă савăт пур. Пĕр пек температурăпа нӳрĕке пĕрмай тытса тăни питĕ кирлĕ шутланать. Ятарлă хатĕр-хĕтĕрпе ăшăтаççĕ, юрилле çутă параççĕ
Террариумсене çутçанталăкри экологи системăсене уйăрнă пекех, тĕрлĕ майлă хатĕрлеççĕ. Вĕсем пушхирти евĕр типĕ, вăта, субтропик, нӳрĕк, çумăрлă вăрман, африкан саванни пеккисем пулаççĕ.
Террариумсем йышне кĕрекен флорариум килте ӳсентăрансене ӳстерме питĕ меллĕ шутланать. Тĕрлĕ формăллисем тĕл пулаççĕ, хваттерте вĕсене декораци атрибучĕ пек сĕтел, сентре, чӳрече янаххи çине лартаççĕ, çаплах чӳрече умне е мачча çине çакаççĕ.