Типĕ йĕп — юри якатса хатĕрленĕ тимĕр татăкĕ çинче çирĕп те шĕвĕр йĕппе чĕрсе каснă, анчах йӳçĕкпе çийентермесĕр пичетлемелли станоклă графикан тарăн пичет мелĕ.
Ку мел пичет калăпĕнчен çапăнтарса илнĕ пичет ĕçĕсенче ÿкерчĕкри йĕрсен «çемçелĕхне» туйма май парать: йĕп чавса хăварнă вырăнта тимĕр «хăми» çинче тарăнлатнă чĕрмĕкĕн хĕррин барб тенĕ таврăнчăкĕ юлать.
Йĕппин вĕçĕ шĕвĕр пулнă май йĕрсен пуçламăшĕпе вĕçĕ çÿхен пичетленсе тухаççĕ.